Сисeнмерe те, акa, 2016 çул хыçа юлчe. Çaмaлах пулмарe пулин те пeр-пeрне aнланса eçленeрен, районти кашни çын хaйeн eç вырaнeнче чун-чeре хушнa пек тaрaшнaран аталану çулeпе малалла кайма пултартaмaр. Йывaрлaхсене те пeрле çeнтерсе пытaмaр, çитeнÿсене те пeрлех турaмaр. Чун-чeререн тав тaватпaр сире çакaншaн.

Çeнe 2017 çулта та пирeн eмeт-тeллевсем пeчeк мар.  Вeсене пурнaçа кeртес тесе сирeнтен кашниех хaвaртан килнине тaвасса эпир шансах тaратпaр. Малашне те хамaр пурнaçа лайaхлатассишeн пeрле пeр тeллевлeн eçлесчe.

2017 çул Раççейре Экологи çулталaкe пулать. Çавaнпа та пирeн çитес çулта тaван яла, унaн кашни урамне, тaван района тирпей-илем кeртес тесе тата та тaрaшарах eçлемелле. Eçпе те, чунпа та таса пулма тaрaшмалла пирeн.

Чaваш Республикинче çитес çул Ача амaшeпе Ача ашшeн çулталaкe пулать. Çакa ахальтен мар. Ача мeнле çын пулса ÿсесси йaлтах çемьерен пуçланать. Раççей Федерацийeн Президенчe В.В. Путин  хaйeн РФ Федераллa Пухaвне янa Çырaвeнче те  шкулсенче тарaн пeлÿ панипе пeрлех ачасем тÿрe кaмaллa, чaн-чaн çын пулса ÿсчeр тесе воспитани парас eçе пысaк тимлeх уйaрмаллине палaртрe. Çавaнпа та пирeн, ашшe-амaшeсен, хамaр ачасемшeн ырa тeслeх пулмалли çинчен яланах асра тытасчe.

Пурне те сире çeнe 2017 çул тата çывхарса килекен Христос çуралнa кун ячeпе саламлатпaр. Сывлaхaр çирeп, кунçулaр вaрaм пултaр. Çемйeрсенче яланах юрату, килeшÿпе тулли  пурнaç хуçалантaр. Eçeрсем вара aнсах пыччaр. Eмeтeрсем çитсех пыччaр. Ачaрсем савaнтарсах тaччaр. Турри сирeн умран, сирeн çывaх çыннaрсен умeнчен инкек-синкеке сирсех пытaр.

 31.12.2016г

04 января 2017
16:20