Хаклa ачасем тата ашшe-амaшeсем!

 Сире Пeтeм тeнчери ачасене хÿтeлемелли кун ячeпе чун-чeререн саламлатпaр.

Ачалaх –кашни çыншaн чи телейлe те нихaçан  манaçми вaхaт. Ачан малашнехи пурнaçe  мeнле пуласси те çак пурнaç тапхaрeнчен нумай килет. Çавaнпа та ача каярахпа пурнaçра хaйeн вырaнне туптaр тесен, пирeн, çитeннисен, хамaртан килнине йaлт тумалла. Aна мeн пeчeкрен пурнaç илемне курма, кирек епле лару-тaрура та ыррине, лайaххине курма хaнaхтармалла. Вара вaл нимeнле йывaрлaх умeнче те çухалса каймe. Пирeн, ашшe-амaшeсен, воспитательсен, вeрентекенсен вeсене юратмалла, вeсем çакна туйччaр тесе тaрaшмалла. Чи малтан хамaрaн вeсемшeн ырa тeслeх пулса тaмалла.  

Чaваш Республикин, РФ  Правительствисем ачаллa çемьесене пулaшас тесе сахал мар eç тaваççe. Анчах та пирeн, ашшe-амaшeн,  ачасен пуласлaхeшeн чи малтан  хамaр яваплине пeр самантлaха та манма юрамасть.  Вeсене  eçе, пурнaçа юратма  хaнaхтарса  ÿстермелле, аслисене хисеплеме, яваплaха туйма вeрентмелле.

Пурне та сире çирeп, кунçулaр вaрaм кунçул сунатпaр. Aнaçу, телей пурнaç çулне сирeнне те, ачaрсенне те уçсах пытaр. Eмeр тaршшeпех ачaрсемпе савaнса пурaнмалла пултaр.

 

Район пуçлaхe -депутатсен

районти Пухaвeн председателe                                              И.В Николаев

 

Район администрацийeн пуçлaхe                                             Р.Н. Тимофеев

01 июня 2016
10:09