Социаллa сферaн хисеплe eçченeсем! Çак eçeн сумлa ветеранeсем!

 Сире хaвaрaн професси уявe ячeпе чун-чeререн саламлатпaр.  

Паян эпир çынсен хуйхи-суйхинчен пaрaнса иртмен, ытарайми чун-чeреллe çынсен уявне паллa тaватпaр. Эсир чире е пурнaçри ытти сaлтава пула  йывaрлaха кeрсе ÿкнe çынсемшeн,  ветерансемпе ачаллa çемьесемшeн, пулaшу кирлe çынсемшeн шанчaкпа тeрек пулса тaратaр. Вeсене хумхантаракан ыйтусене хaвaр чeре патне илсе, кирлe сeнÿпе те,  eçпе те пулaшатaр. Чaтaмлaхпа  чун aшши, ырa кaмaл вара сирeн пурин валли те çитет.

Тавах сире хaвaр пулaшакан кашни çыннaн чун-чeри патне уйрaм  çул тупма, кашнин кaмaлне курма пeлнишeн. вeсен чeре суранне сирсе яма тaрaшнaшaн.  «Çынна ырa тaвакан хaй те ырa куракан», - теççe халaхра. Хaвaр тунa ырa eç сирeн патaра та ырaпах таврaнтaр.

Сывлaхaр çирeп, кунçулaр вaрaм пултaр.  Вaй-хал сирeнте иксeлми çулкуç пек тапса тaтaр. Телейпе aнaçу пeр уйрaлми сирeнпе пeрле пулччaр. Ытарайми ырa кaмaлaр вара пурин валли те çиттeр.

 

 

Район пуçлaхe -депутатсен

районти Пухaвeн председателe                             И.В Николаев

 

Район администрацийeн пуçлaхe                           Р.Н. Тимофеев  

08 июня 2016
09:32