Хаклa ентешeмeрсем!

Сире пурне те Çeнe çул тата çывхарса килекен раштав уявeпе  чун-чeререн саламлатпaр..

Пeр-пeринпе килeштерсе, кашни хaйeн eç вырaнeнче тaрaшса eçленeрен тепeр çул иртсе кайни те сисeнмерe.. Çак хушaра эпир сирeнпе район малалла аталантaр тесе сахал мар eç туса ирттертeмeр. Промышленность таварeсене, ял хуçалaх продукцине туса илесси ÿсрe.  Тырпул та тухaçпа савaнтарчe. Çулсем юсассипе те aнaçлa eçлерeмeр. «Хaрушсaрлaхсaр тата пахалaхлa çул-йeр» федераллa программaпа кaна 24 км яхaн çул юсарaмaр.  Ку енeпе районта пурaнакансем хaйсем те активлa пулчeç: инициативлa бюджетировани программине активлa хутшaнса, сахал мар çула юсаса йeркене кeртрeмeр.  Ял çыннисен çурт-йeр условийeсене лайaхлатассине те пысaк тимлeх уйaртaмaр. «Сеспель» предприяти танк-контейнерсем тaвакан çeнe цех хута ячe. Вeрентÿ, культура  учрежденийeсене юсассипе курaмлa утaмсем турaмaр, 3 шкулта спортзала, Шомик шкулне  тeплeн юсарaмaр. Çавaн пекех 2 Культура çурчeпе 1 клубра та юсав eçeсем туса ирттертeмeр. Юнкa шкулeнче çeнe спортзал турaмaр. Вeрентÿ учрежденийeсенче кaçал тата 2 пeчeк котельнaй туса хута ятaмaр. Кашни отрасльтех ырa улшaнусем пулчeç.

2018 çулта та  Муркаш район ырaпа палaрчe. Раççей, республика шайeнче иртнe тeрлeрен конкурссенче  те малти вырaнсене йышaнтaмaр.

Хаклa çыннaмaрсем! Ку таранччен тунa ÿсeмсене эпир пeрле турaмaр. Тавах сире тaрaшуллa eçшeн, тaван район, республика, çeршыв  аталанaвeшeн  ырми-канми тaрaшнaшaн. Çитес çул та пeр-пeрне aнланса eçлесчe.

Сывлaхaр çирeп пултaр, eçeрсем aнсах пыччaр. Мeн шутлани пурнaçлантaр,. eмeтeрсем  çитсе пыччaр. Инкек-синкек сирeн çывaха та ан пытaр.  Телей вара  яланах çумра пултaр. Çeнe çул ячeпе сире!

Район пуçлaхe – депутатсен районти

 Пухaвeн председателe                                                   И.В. Николаев.

Район администрацийeн пуçлaхe                                   Р.Н. Тимофеев

11 января 2019
08:28