Хисеплĕ ветерансем, аслă ăру çыннисем!

 

 Сире пурне те Ватă çынсен кунĕ ячĕпе ăшшăн   саламлатпăр.

Эсир мĕн пĕчĕкренех ĕçре пиçĕхсе ÿснĕ.   Тивĕçлĕ канăва тухичченех, ун хыççăн та  тăван район  кунран кун вăйлăрах та çирĕпрех пултăр тесе чунтан тăрăшса вăй хунă. Паян та эсир хăвăрăн  ял тăрăхĕнче, районта иртекен тĕрлĕрен мероприятисене хастар хутшăнатăр. Пире тĕрлĕ сĕнÿсем парса та пулăшатăр.  Çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парас ĕçре те сирĕн тÿпе пысăк.

Хаклă çыннăмăрсем! Эсир пирĕншĕн пуриншĕн те ырă тĕслĕх пулса тăратăр. Тавах сире пархатарлă ĕçĕршĕн, чун-чĕре çирĕплĕхĕпе ăшă кăмăлăршăн. Паянхи мирлĕ  пурнăçшăн эпир сирĕн умăрта çĕре  çити пуç таятпăр.

Паян эпир сирĕн ĕçĕре малалла тăсатпăр. Тăван район малашне те  вăйлă та тĕреклĕ пултăр, аталану çулĕпех кайтăр  тесе хамăртан килнине пĕтĕмпех тума тăрăшатпăр.

Кунçулăр вăрăм та телейлĕ, сывлăхăр  çирĕп пултăр.  Ватлăхăр канлĕ килтĕр. Çумра яланах  çывăх  çынсем пулччăр.

  Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                              И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн

тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ                            А.Н. Матросов.

01 октября 2020
16:02