Хаклă ентешĕмĕрсем!
Сире пурне те Çĕнĕ çул тата çывхарса килекен раштав уявĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.
Çăмăлах пулмарĕ 2020 çул. Апла пулин те эпир сирĕнпе район малалла аталану çулĕпех çирĕппĕн уттăр тесе сахал мар ĕç туса ирттертĕмĕр. Нихçанхинчен те тухăçлăрах тырпул туса илтĕмĕр. Çулсем юсассипе те ăнăçлă ĕçлерĕмĕр. Ял çыннисен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатассине те пысăк тимлĕх уйăртăмăр. Вĕрентÿ, культура учрежденийĕсене юсассипе сахал мар тăрăшрăмăр. Кашни отрасльтех ырă улшăнусем пулчĕç.
Хаклă çыннăмăрсем! Ку таранччен тунă ĕçе эпир пĕрле турăмăр. Тавах сире çакăншăн. Çитес çулта та тăван район аталанăвĕшĕн пĕр-пĕрне ăнланса, пĕр тĕллевпе тăрăшса ĕçлесчĕ.
Пурне те çирĕп сывлăх, ĕçре ăнăçу сунатпăр, ĕмĕтленнĕ ĕмĕтĕрсем çитсех пыччăр. 2021 çул сирĕншĕн кашниншĕнех телейлĕ пултăр.
Район пуçлăхĕ – депутатсен районти
Пухăвĕн председателĕ И.В. Николаев.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев.
16:14