Хаклă ентешĕмĕрсем!

Сире пурне те Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕпе саламлатпăр.

Çемье кашни çыннăн пурнăçĕнче тĕп вырăн йышăнать. Килте юратупа килĕшÿ пулсан, пĕр –пĕрне ăнлансан, чунра та лăпкă, ĕç те ăнать. Çакăн пек туслă çемьере ачасем те телейлĕ. Вĕсем ашшĕ-амăшĕнчен ыррине вĕренсе, ĕçе хăнăхса, хăйсем тунă утăмсемшĕн яваплăха туйса ÿсеççĕ. Ватăсене хисеплеме те, кĕçĕннисене, вăйсăррисене  пулăшма та килтех, çемьерех  вĕренеççĕ.

Пирĕн çĕршывра ачаллă çемьесене пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Вĕсене патшалăх шайĕнчен паракан çăмăллăхсем  çулсеренех хушăнсах  пыраççĕ.

Çав вăхăтрах çакна манас  марччĕ: çемьери телей вара пирĕнтен хамăртанах килет. Çемьере юрату ан сÿнтĕр тесен, пĕр-пĕрне каçарма   та пĕлмелле, хамăр ачасемшĕн ырă тĕслĕх пулмалла пирĕн. Çак уява халалланă Петрпа Февроний пек пек пирĕн те ĕмĕр-ĕмĕр пĕр-пĕрне юратса, хисеплесе пурăнасчĕ.  Кун пек чухне йывăрлăхсене çĕнтерме те çăмăлрах.

Уйрăм  т ав сăмахĕсене  урăх çемьесенчи ачасене  ашшĕпе амăш юратăвне паракан çемьесене калас килет.

Пĕр-пĕринпе ĕмĕр юратса, килĕштерсе пурăнакан çемьесем вара паян çемье чăмăртакансемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăччăр.

Сире пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул сунатпăр. Ĕçĕрсем  те яланах ăнса пыччăр, ĕмĕтĕрсем çитсе пыччăр. Тăван кил ăшши пурнăçра хавхалантарса, вăй парса пытăр сире пурне те.  Ачăрсем вара хăйсен çитĕнĕвĕсемпе  савăнтарса кăна тăччăр.

 Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                                  И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                   Р.Н. Тимофеев.

08 июля 2021
11:36

Администрация Моргаушского района